Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хушма сехетсем «парнеленĕ»

Хушма сехетсем «парнеленĕ»

Шупашкарти Ленин районĕн прокуратури ЧР Спорт министерствин республикăн пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен А.Игнатьев ячĕллĕ центрĕнче коррупципе кĕрешмелли саккунсене уяман тĕслĕхе тупса палăртнă.

Центрта кадрсемпе ĕçлекен инспекторта тăрăшакан хĕрарăм, ĕç вăхăтне шута илмелли табеле тултарса пырасси хăйĕн тивĕçне кĕнипе усă курса, сасă механикĕнче тимлекен тăванне тивĕçсĕр хушма сехетсем «парнелени» палăрнă.

Район прокуратури спорт центрĕн ертÿçин ячĕпе представлени çырнă, саккуна пăснă тĕслĕхе пĕтерме, йĕркене пăхăннине тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code