Районта кăна мар, республикăра та педагогика наукисен докторĕ, академикĕ Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине анлăн паллă тунă.
Курнавăш шкулĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе 9 класра вĕренекенсем кĕçĕн классене паллă ăсчахăмăрăн ăса вĕрентсе калакан хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. «Г.Н.Волков — педагогика Улăпĕ» ятпа кăларнă стена хаçачĕ умĕнчен те ачасем кунĕпех татăлмарĕç. Вĕренекенсем академик чăвашсен паллă поэчĕ Петĕр Эйзин патне янă тарăн шухăшлă çырăвĕсене кăсăкланса вуларĕç. Çак çырусенче тăван халăх чĕлхи, ăс-тăн пуянлăхĕ, йăли-йĕркипе сăмахлăхĕ çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртать, вăл тăван халăхшăн тăрăшни, унăн пуласлăхĕшĕн çунни тĕп вырăнта тăрать.
А.Мартышкина библиотекарь йĕркеленĕ «Г.Н.Волков — паллă ăсчах» кĕнеке выставки те ачасемшĕн кăсăклă. 1-11 классенче вĕренекенсем Геннадий Никандровичăн пурнăçĕнчи паллă тапхăрĕсене сăнлакан стендпа паллашса викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç.
В.ВОРОНОВА.
Аслă Елчĕк шкулĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хисеплĕ ентешĕмĕр çуралнă кунне халалланă уява эпир те хутшăнтăмăр.
Савăнăçлă пуху Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕн, ЧППУ ректорĕн, педагогика наукисен докторĕн, В.Иванов профессорăн саламĕпе уçăлчĕ. Вăл Г.Н.Волков ăсчахăн этнопедагогика ĕçне пысăка хурса хакларĕ,унăн ĕçне малалла тăсакансене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕ.
Пухăва хутшăннисем паллă ученăй çинчен ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Салам сăмахĕсем çумне пирĕн шкул директорĕ Н.Малышкин та хутшăнчĕ. Шкул ачисем хисеплĕ, тĕнчипе паллă ентешĕмĕрĕн хайлавĕ тăрăх сценка лартса пачĕç, вăл юратнă юрăсене шăрантарчĕç.
Н.ХУШКИНА.