Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче Шупашкара йĕркеленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа наци костюмĕсен «Ĕмĕрсен ылтăн тĕпренчĕкĕсем» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
Унта республикăри наци костюмĕсем çĕлекен ăстасем кăна мар, ун тулашĕнчисем те йышлăн пуçтарăннă. Фестивалĕн Гала-концертĕнче Шăмалакри Александр Чернов та хăй аллипе ăсталанă чăваш кĕписемпе, пиçиххийĕсемпе, саппунĕсемпе, хушпусемпе паллаштарнă. Кунтах вăл пиçиххи çыхассипе мастер-класс ирттернĕ. Хăй те ытти ăстасен ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашнă.
Фестивале активлă хутшăннă А.Чернова диплом, унăн ертÿçине В.Усанова библиотекаре Тав хучĕпе сертификат парса чысланă.