Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улатăрсем уява хатĕрленеççĕ

Улатăрсем уява хатĕрленеççĕ

Республика кунне халалланă мероприятисем кăçал Улатăр районĕнче те иртессине эпир хамăр вулакансене пĕрре мар пĕлтернĕччĕ.

Район общество инфратытăмне аталантармашкăн ЧР Пуçлăхĕн грантне – 10 миллион тенкĕ — çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Улатăрсем хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. Сăмахран, Кивĕ Эйпеçри Шкул урамĕнче ача-пăча лапамне юсаса çĕнетнĕ, кану паркне илемлетеççĕ. Çак ялти тата Паснапуçри çула юсаççĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи тротуарсене, библиотека тăррине çĕнетес ĕç малалла пырать. Ăна çывăх кунсенчех вĕçлеме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code