Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялсенче – халăх фрончĕн активисчĕсем

Ялсенче – халăх фрончĕн активисчĕсем

Чăваш Республикинчи Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсем Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи ялсенчи халăха медицинăпа санитари тĕлĕшĕнчен пĕрремĕш пулăшу парас ĕçе тишкернĕ.

Чи малтанах вĕсем Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пациентсем регистратура, тухтăрсен кабинечĕсен умĕнчи черетпе интересленнĕ, больницăна пынисен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.

Халăх фрончĕн активисчĕсем Энтепери фельдшерпа акушер пунктне те çитсе курнă. Кунти фельдшер 300 ытла çыннăн сывлăхĕшĕн яваплă. Общественниксем ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу памалли условисем лайăххине, препаратсем çителĕклине, сĕтел-пуканпа оборудовани тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code