2019 çулта республикăн Çул-йĕр фондĕнче 5 миллиард ытла укçа-тенкĕ пухăнать. Çав шутран 1,19 миллиард тенки – федераци хыснинчен уйăракан субсиди.
Çак укçа-тенкĕпе усă курса кăçал Чăваш Енре 33,6 çухрăм автомобиль çулĕ тумалла тата реконструкцилемелле, 177,9 çухрăма тĕпрен юсамалла.
Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа республикăра 54 объекта ĕçе кĕртмелле. 28-шĕ регион шайĕнчи, 26-шĕ Шупашкар агломерацийĕнчи /Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисем, Муркаш тата Шупашкар районĕсем/ çулсем çинче. Хальхи вăхăтра вĕсенче анлă ĕçсене йĕркелесе янă.
Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектĕнчен тухса тăракан «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регион проектне пурнăçласа туса ирттермелли мероприятисем те сахал мар. Вĕсене патшалăх тата муниципалитет программисемпе килĕштерсе ĕçе кĕртеççĕ.