Черетлĕ грант
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче 2018 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх чи ăнăçлă ĕçлекен муниципалитет районĕсемпе хула округĕсене палăртнă.
Чăваш Ен экономика министрĕ Павел Иванов хăйĕн сăмахĕсенче кăтартусене тĕплĕн тишкернине каланă. Çĕнтерÿçĕсен хушшинче пирĕн район та пуррине палăртма кăмăллă. Пĕтĕмлетÿпе килĕшÿллĕн Шупашкар хулине 2202 пин /пĕрремĕш ушкăнра/, Елчĕк районне – 1578 пин, Вăрнар районне 1220 пин тенкĕ грант /иккĕмĕш ушкăнра/ пама палăртнă.
Шанăç телефонĕ ĕçлет
«Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра йăлтах сирĕлесси иккĕленÿллĕ. Çапах та унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кÿрет.
Граждансен саккунла интересĕсене тата прависене хÿтĕлес тĕллевпе Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ «Шанăç телефонĕ» йĕркеленĕ. Росреестр тытăмĕнчи тата унăн ведомствинчи организацисенче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхасан халăх «Шанăç телефонĕ» çине 8 /8352/ 62-41-02, 8 /495/ 917-38-25 номерсемпе шăнкăравлама пултарать.
«Алкоголь, подросток, табак»
Сентябрĕн 13-22-мĕшĕсенче районта çак ятпа операци иртет.
Çак тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем лавккасенче пулса çул çитменнисене эрех-сăра, табак сутнине е сутманнине тĕрĕслĕç. Çавăн пекех вĕсем полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче, райадминистрацин çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче, шкулсенче учетра тăракан ачасемпе курнăçĕç.
Л.ЕГОРОВА.
Социаллă ĕçченсен
мобильлĕ бригади черетлесе тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулать. Хăйсенчен хÿтлĕх кĕтекенсемпе тĕл пулнă май вĕсене чун-чĕре ăшшине те парнелеççĕ ĕçченсем.
Çак кунсенче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ ялсенче пулса пĕччен пурăнакан ватăсемпе, инвалидсемпе, нумай ачаллă тата ăнăçсăр çемьесемпе курнăçнă. Çывăх вăхăтра Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсене çитме палăртаççĕ.