Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Механизаторсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм»

«Механизаторсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм»

(М.Ф.НИКИШОВ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Елчĕк МТСĕн 1955-1961 çулсенчи директорĕн аса илĕвĕнчен)

Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕке ĕçлеме ярассине пĕлтерсен малтан пăшăрхантăм та. Тăван енрен, Элĕкрен, аякра пулни мар, анатри чăваш чĕлхине лайăх пĕлменни кăштах хумхантарчĕ. Анчах çав пăлхану кăлăхах пулнă иккен.

Ун чухне механизаторсене, колхозсемпе килĕшсе, ака-суха тума, тыр-пул пухса кĕртме ялсене ушкăнпа яраттăмăр. Чылайăшĕ хăйсен ялне е юнашарти çывăх колхоза лекетчĕç те вĕсен ĕçне куçласа тăрасси кăна юлатчĕ. Анчах çĕмрĕлнĕ трактора е комбайна пысăкрах юсав тумалла пулсан тỹрех МТС мастерскойне илсе пыратчĕç, юсатчĕç. Унтан ялсене çитсе çийĕнчех ăмăртуллă ĕçе пикенетчĕç. Никам та ỹрĕк-сỹрĕк ĕçлени, сăлтавсăр унта-кунта пăркаланса çỹрени пулман. Пĕр колхозра ĕçе пĕтерсен çийĕнчех ытти çĕре куçса ĕçе пикенетчĕç.

Елчĕк хыççăн эпĕ тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Мускавра, Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн аспирантуринче вĕренме те, КПСС обкомĕн пай заведующийĕнче ĕçлеме те, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче студентсене вĕрентме те тỹр килчĕ. Пур çĕрте те хам Елчĕкре ĕçлени, унти механизаторсен тата колхозниксен хастарлăхĕ çинчен мăнкăмăлланса каласа параттăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code