Иртнĕ шăматкун Раççейре Наци кросĕ иртрĕ. Унта 16-мĕш хут Елчĕксем те тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç.
Çанталăкĕ те сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене майлă пулчĕ, ир-ирех çумăр ÿккелерĕ пулсан та ăмăрту вăхăчĕ çитнĕ тĕлелле хĕвел ăшăран та ăшăрах пăхма тытăнчĕ.
Ырă йăлана çирĕп тытса пырса Пĕтĕм Раççейри чупу уявне ку тăрăхра ĕçлесе пурăнакансем яланхиллех Тĕп площаде пуçтарăнчĕç. Инçетренех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрани илтĕнсе тăчĕ. Район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, Елчĕкри вăтам тата Патреккелĕнчи тĕп шкулсенче вĕренекенсем Тĕп лапама строя тăчĕç.
Вăл кун республикăра спортпа сывлăх кунĕ пулнăран çуран чупма юратакансен уявĕпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хаваслă та ăнăçлă финиш сунчĕç.
Тÿрех каласа хăварас, чупăва çамрăк ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк ывăл-хĕрĕсене çавăтса та, шкула каяйман ачасем ашшĕ-амăшĕнчен пĕр шит юлмасăр чупса та вăй виçрĕç. Стартра ваттисемпе вĕттисене курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.
VIP-чупура 1000 метра парăнтарса хĕрарăмсенчен райбольницăри профсоюз пуçлăхĕ Наталья Борисова тухтăр мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене райадминистрацин пай пуçлăхĕсем Татьяна Пекпатровăпа Зарема Князева, каласа хăварас, пĕлтĕрхи призерсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Арçын-ертÿçĕсенчен Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн /Кĕçĕн Таяпа/ ертÿçи мала тухрĕ. Борис Петрович наци кросĕсенчен пĕрре те юлмасть. Çуран чупса тепĕр çамрăк спортсменран та ирттерет, йĕлтĕр йĕрĕ çинче вара ăна хăваласа тыткансем çукпа пĕрех. Борис Петрович Елчĕкре хăйĕн дистанцине чупса тухнă хыççăн Кĕçĕн Таяпара та старта тухнă. Унта иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ Денис Баймушкин иккĕмĕш, Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Ертÿçĕсемпе старта тăнă 2010 çулхи тата унран çамрăкрах хĕрачасенчен Виолетта Вершковăпа Эвелина Орлова /Патреккел шкулĕ/ пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Валерия Карсакова /Елчĕк/ иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак дистанцирех арçын ачасенчен Николай Уркин, Александр Морозов, Давид Портнов /Елчĕк/ малтисен йышне кĕчĕç.
2006 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕрачасем 2000 метра чупрĕç. Анастасия Антонова /Патреккел/, Мария Воронова, Елизавета Молодова /Елчĕк/ пĕрремĕш-виççĕмĕш призерсем. Çак дистанцирех Елчĕк шкулĕнчи арçын ачасем пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Арсений Шашков, Денис Иванов, Тихон Александров малти вырăнсене йышăнчĕç.
2002 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕрачасемпе арçын ачасем 2000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Патреккел шкулĕнче вĕренекен Ксения тата Анастасия Николаевасем /Акчел спортсменкисем/ пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Кăçал Раççей спорт мастерне тивĕçнĕ Оля аппăшне пăхсан Ксюшăн спортри ÿсĕмĕсем курăмлă пулас шанчăк çав тери пысăк. Арина Викторова /Елчĕк/ виççĕмĕш призер пулса тăчĕ. Çак дистанцире Виктор Райков, Дмитрий Кузнецов /Елчĕк/ пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Никита Иванов /Патреккел/ – иккĕмĕш вырăнта.
Массăллă чупура 41 çулхи тата унран аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсенчен 2000 метрлă чупура Любовь Владимировăна /райбольница/ кăçал та хăваласа çитекеннисем пулмарĕç. Татьяна Шакова /«Солнышко» ача сачĕ/, Римма Парферьева /искусство шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсенчен Георгий Иванов /Патреккел шкулĕ/ пĕрремĕш тухрĕ. Иккĕмĕш – Владимир Баймушкин /Елчĕк шкулĕ/, виççĕмĕш – Андрей Смирнов /Акчел/.
40 çулхи тата унран кĕçĕнреххисем те йышлăн тухрĕç старта. Спорта чунпа парăннă Ирина Никонова /райадминистраци/ районти, республикăри спорт тупăшăвĕсенчен пăрăнманскер, кунта та малти вырăна çĕнсе илчĕ. Наци кросĕнче пĕлтĕр те пьедестал çине хăпарнă Екатерина Цыгановăпа /райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕ/ Алина Кудряшова /Патреккел шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çак дистанцире Алексей Тихонов /Елчĕк шкулĕ/, иртнĕ çулхи пекех, пĕрремĕш вырăна никама та памарĕ. Андрей Мисяков /райадминистраци/ иккĕмĕш, Петр Петров /Кивĕ Эйпеç/ виççĕмĕш призерсем.
«Наци кросĕнче» яланах чи çамрăк тата чи аслă чупуçăна палăртасси çирĕп йăлара. Елчĕкри 2 çула çывхаракан Юлия Каринкина «Ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк спортсмен», «Ăмăртăва хутшăннă чи чи аслă спортсмен» ятсене Елчĕкри Валерий Петров тивĕçрĕç. Ĕмĕрне район центрĕнчи «Ылтăн пучах» кафере поварта ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ арçын 79 çулта пулнине пăхмасăр старта тăни пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Чупура мала тухнă спорт тусĕсене дипломсемпе медальсем парса хавхалантарчĕç. Чупăва Елчĕкре кăна 900 ытла çын хутшăнчĕ. Чи пысăк коллектив – районти тĕп больницăн. Кунта «Наци кросне» чăвашсемпе пĕрле тутарсем, вырăссем тата пĕр узбек хутшăннă.
Ăмăртусем ял тăрăхĕсенче те пысăк активлăхпа иртнĕ.
Массăллă чупуран никам та килĕсене сÿрĕк кăмăлпа кайманни туйăнчĕ. Апла пулсан кирек кам та спорт çирĕп сывлăх, вăй-хал панине хăйĕн çинче лайăх туять, унпа туслашать… Сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен, сывлăха куллен çирĕплетсе пынинчен ырри мĕн пултăр тата хальхи пурнăçра;!
В.КИРИЛЛОВА.