Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкекрен сыхланма пулăшĕ

Инкекрен сыхланма пулăшĕ

Чăваш Республикин патшалăх техника асăрхавĕн ертÿçи С.Вязовский иртнĕ кунсенче районти ял хуçалăх организацисенче кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн техникăна хĕл каçарма епле хатĕрленин ыйтăвĕсемпе, уйрăм çынсем хăйсем тĕллĕн çÿретекен транспорт хатĕрĕсемпе усă курнипе кăсăкланнă.

Комбайнсемпе тата ытти техникăпа малашне те тухăçлă усă курас тесен вĕсене кĕркуннерен хатĕррисен ретне лартмалла. Хальхи вăхăтра техника хуçисем шăпах çакăн çине тимлĕх уйăраççĕ те: кăлтăксенчен хăтăлаççĕ, ытти кирлĕ ĕçсене туса ирттереççĕ. Механизаторсенчен кашнийĕ хăйĕн тивĕçне лайăх ăнланать. Мĕншĕн тесен техника шÿте юратмасть. Çитменлĕхсене курмăш пулни тÿррĕнех çынсен сывлăхĕпе çыхăннă пăтăрмахсем патне – производствăра сусăрланасси, вилĕм патне илсе çитерме пултарасса та пурте пĕлеççĕ. Çакна асра тытса республикăри патшалăх техника асăрхавĕн ертÿçи Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи инспекторсене – С.Кокоревпа В.Мекшева хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене хăрушлăх тĕлĕшĕпе тĕплĕн тĕрĕслеме, çирĕп йышăну тума хушса каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code