Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕпхÿ чăрмав мар

Йĕпхÿ чăрмав мар

Кĕçнерникун йĕпхÿ канăçсăрлантарнине пăхмасăрах Елчĕкри кану паркне çăмăл атлетсем пуçтарăнчĕç – ĕç коллективĕсенче вăй хуракансем çуллахи спорт сезонĕ хупăннине эстафета чупса паллă турĕç.

Ăмăрту яланхиллех район администрацийĕн пайĕсен командисем старта тухнинчен пуçланчĕ. Тăххăр таран! Кунашкалли пулманччĕ-ха. Çавна май дистанцири хĕрÿлĕх те пачах чакмарĕ. Финиш хăйăвне вара ял хуçалăх пайĕн команди татрĕ, централизациленĕ бухгалтерипе экономика пайĕн атлечĕсем – призерсем.

Кăçал ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тимлекенсенчен уйрăм ушкăн йĕркеленĕ. Кунта пьедестал çине Лаш Таяпасем, Тăрăмсем, Çирĕклĕ Шăхальсем хăпарчĕç. Предприятисемпе организацисен командисем старта тăнине пăхатăн та, çулсеренхи сÿрĕклĕх ярса илет куракана. Хальхинче те виçĕ команда çеç тупăшрĕ те. «Улăп» ФОК, тĕп больница, НФЦ спортсменĕсем те хутшăнман пулсан?

Тĕп шкулсемпе пĕрле ача сачĕсен учрежденийĕсене те эстафетăна кĕртни вара кăмăла çĕклерĕ. Малтанхи тапхăрсенче шĕвĕрккесемпе ĕçлекенсем пурте призерсен йышĕнче пычĕç, анчах финиша «Чебурашкăсем» кăна ăнăçлă вĕçлерĕç, вĕсем хыççăн – Патреккелпе Аслă Таяпа шкулĕсен чупуçисем.

Вăтам шкулсен йышĕнче 8 командăран Елчĕксен 1-мĕш ушкăнĕ çăмăллăнах çĕнтерчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсемшĕн чупу çулĕ çинче улшăнусем пулсах тăчĕç. Çапах та юлашки метрсенче Çирĕклĕ Шăхальсемпе Çĕнĕ Пăвасен хĕпĕртеме сăлтав пысăкрах пулчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code