Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн арçын профессийĕ

Чăн-чăн арçын профессийĕ

Çĕршыв хăрушсăрлăхĕ – çар çыннин аллинче. Елчĕк каччи Антон Демьянов яваплă професси суйланă. Вăл Мускаври çар училищин курсанчĕ.

Çар енĕпе каяс тесен çирĕп сывлăхлă пулмалла, хул-çурăма аталантармалла. Антон пĕчĕкренех спортпа туслă. Ашшĕ, физкультура учителĕнче вăй хураканскер, ывăлне 2-мĕш класра вĕреннĕ чухнех йывăр атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешес меслетсемпе паллаштарнă. Кăшт вăхăт иртсен арçын ача çăмăл атлетикăна, хоккейпе футбол вăййисене, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă. Спортăн çак кашни тĕсĕнче çитĕнÿсем тунă: футболта темиçе хутчен «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята тивĕçнĕ, чупассипе е йĕлтĕрпе ярăнса та мала тухса пынă…

– Паянхи пекех астăватăп. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк тупăшăвне аттепе чылай вăхăт тăрăшса хатĕрлентĕмĕр. Кавир çине Тутарстан ачипе тухма тиврĕ. Çак ăмăртура кĕрешĕвĕн хам пĕлекен пур мелĕпе те усă курма тăрăшрăм, анчах та çĕнтерÿçĕ ята тивĕçеймерĕм. Малтанах кулянтăм, анчах та каярах çакă маншăн малашлăхра тата та харсăртарах пулма хистекен урок пулнине ăнлантăм. Спортра хăш чухне выляса яни вăл ĕмĕт-тĕллевсене çирĕплетмелли, вăй-хала ÿстерсе кĕлеткене пиçĕхтермелли лайăх мел. «Нихăçан та парăнмалла мар, тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмалла мар, шав малалла утăмламалла», – текен пĕтĕмлетÿ турăм. Пурнăçри ăнăçсăрлăхсем те çавăн пекех: çынна чун-чĕре тĕлĕшĕнчен çирĕп пулма пулăшса анчах пыраççĕ, – хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерет каччă.

– Мĕншĕн спортпа çыхăннă профессие суйласа илмен-ха эсĕ, Антон? – кăсăкланатăп унпа.

– Ача чухнех спортсмен е çар çынни пулма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Атте çулĕпе утма та хирĕç марччĕ. Çар училищине вĕренме кĕрсе вара эпĕ хамăн икĕ ĕмĕте те пурнăçлама пултартăм, мĕншĕн тесен çар çыннин пурнăçĕ тÿрремĕнех спортпа çыхăннă. Училищĕре спорт енĕпе те аталанатăп: алă вĕççĕн çапăçма вĕренетĕп.

Антон шухăшĕпе çар çынни – чăн-чăн арçын профессийĕ. Икĕ хулпуççи çинчи пакунсем çĕршывăн пин-пин çыннишĕн яваплă пулнине пĕлтернине те манмасть вăл. Ку лару-тăрура хăвăн пурнăçунтан малтан теприн пурнăçĕ пирки шухăшламалла.

Çар училищинче ăс пухакан курсантсенчен чи пултаруллисем Çĕнтерÿ кунĕнче Мускаври парадра утаççĕ. Антон унта иккĕмĕш çул хутшăнчĕ. «Парадра утни мана савăнтарать, паллах. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ çакăн пирки ĕмĕтленме те пултарайман, парада хутшăнакансене телевизор урлă анчах ăмсанса пăхса ларнă. Халĕ вара аттепе анне, шăллăмпа йăмăк темиçе пин-пин çын хушшинче мана шыранине хыпарлаççĕ. Трибуна умĕпе утса иртнĕ чухнехи туйăма сăмахпа каласа пĕлтереймĕн. Юн вĕресе тухаслăн вылять, сывлăш çитмест пек, анчах та çынсене хăвăн пăлханăвна мар, куллуна анчах кăтартмалла. Шăп çак самантра Аслă Çĕнтерÿ уявĕн хăватне çирĕп туятăн. Шухăшсем парад хыççăн та сĕврĕлмеççĕ-ха. Мĕн тери пысăк савăнăç тата хавхалану кÿрет вăл, Тăван çĕршывшăн мăнаçланнине туятăн!» – çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пĕлтерет каччă.

Çакăн пек маттур, тăрăшуллă, пултаруллă çамрăксемпе савăнмалла пирĕн, кĕçĕнреххисен вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Пирĕн пысăк çĕршыва, чăн та, яваплă çынсем сыхлаççĕ-çке!

Екатерина ТЕМЯШКИНА,
ЧПУ студентки.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code