Ĕнер Елчĕк шкулĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсемпе студентсен ĕçлĕ ушкăнĕ пулнă.
Вĕсем ял культурине тата унăн историлле пĕлтерĕшне упраса хăварас, çамрăксене ялта хăйсен вырăнне тупма тата ĕçне йĕркелеме пулăшас тĕллевпе пурнăçа кĕрекен Раççей шайĕнчи «Свое дело в селе – смело» проекта пурнăçласси пирки сăмах пуçарнă. Вĕренекенсемпе тĕл пулнă май ял хуçалăх тытăмĕнчи специалистсем ытти темăсене те çĕкленĕ.