Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ енлĕ ыйтусем

Тĕрлĕ енлĕ ыйтусем

тавра калаçнă Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕ ятарласа пирĕн районта ирттернĕ кунĕнче.

Хуларан килнĕ специалистсем ытларах ăнлантару ĕçне мала хунă. Вĕсем Елчĕкри нумай функциллĕ центр сотрудникĕсемпе ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăнăва лайăхлатас, фондпа страховательсем хушшинчи документсене электронлă цифра мелĕпе алă пусас ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех районти инвалидсен общество организацийĕпе, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен ашшĕ-амăшĕпе сусăрсене реабилитаци техникин хатĕрĕсемпе тивĕçтерес пирки çавра сĕтел хушшинче калаçу йĕркеленĕ. «Консультаци сехетĕнче» пулас амăшĕсене «Тÿрĕ тÿлев» пилотлă проект мĕнле пурнăçа кĕни, ача çуратнăшăн паракан тÿлевсем, пособисем илес йĕрке, электронлă больничнăй хучĕсем пирки ăнлантарнă. Страховательсен семинарĕнче ĕç вырăнĕнче сиксе тухнă инкек-синкекшĕн, професси чир-чĕрĕпе аптăракансене тÿлемелли обязательнăй социаллă страховани взносĕн йĕркисемпе, вăхăчĕсемпе паллаштарнă, санаторипе курортсенче сывалма путевкăсем парас, эмелсемпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code