Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ялти ипотека» программа

«Ялти ипотека» программа

Раççейре 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче «Ялти ипотека» программа старт илет. Проекта пирĕн республика та хутшăнма хатĕрленет.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрленекенсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан 3 процент ставкăпа кредит илме пултараççĕ. Ипотекăна 20 çуллăха 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çавăн пекех кредит илес текенсен ссуда калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ хăйсен укçи-тенки кирлĕ.

Раççей Федерацийĕн гражданинĕ çăмăллатнă мелсемпе паракан ипотекăпа пĕр хутчен кăна усă курма пултартать. РФ Ял хуçалăх министерстви ипотека продуктне хатĕрленĕ чухне Перекет банкĕпе тата Раççей ял хуçалăх банкĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.

– Эпир ялти ипотекăна парас ĕçе пуçăнмашкăн хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ, – пĕлтернĕ Раççей Ял хуçалăх банкĕн Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. – Банк хальхи вăхăтра шалти документацисене хатĕрлет. Тĕпрен илсен, хамăрăн клиентсен заявкисене йышăнса пăхса тухма пултаратпăр.

Ирина Письменская çирĕплетнĕ тăрăх – «Ялти ипотекăн» тĕллевĕсем анлă. Унпа ял территорийĕсенче вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма, çавăн пекех маларах илнĕ ипотека кредичĕсене тÿлесе татма юрать. Хатĕр çурта е çуртпа çĕр лаптăкне суту-илÿ килĕшĕвĕпе те, строительствăна пая кĕмелли килĕшÿпе уйрăм çынран та, юридици сăпатĕнчен те илме ирĕк параççĕ. Çавăн пекех кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма, унта подряд килĕшĕвĕпе çурт лартма, заемщикăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çинче çурт-йĕр строительствине пуçарма, маларах тума пуçланă çурта подряд килĕшĕвĕпе хута яма юрать.

«Ялти ипотекăна» 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем илме пултараççĕ. Çын ялта е хулара пурăннине, ăçта ĕçленине, туяннă çуртра пропискăна тăма ыйтмаççĕ. Çак çĕнĕлĕх нумайăшне кăсăклантарма тивĕç. Уйрăмах хальхи вăхăтра хула çыннисем ялалла туртăннине шута илсен унпа усă куракансем йышлă пулĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code