Халăх хушшинче ыттисене пăтратас тĕллеве мала хуракан, ултавлă майпа «шÿтлекен» çынсем те тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен шăнкăравсем пулаççĕ çакăн евĕр граждансенчен.
Ку ултав шÿт мар, вăл пысăк пăшăрханупа, тăкакпа тата пăлханупа çыхăннă. Çавăнпа та ку енĕпе тивекен айăплав çирĕп – РФ Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф тÿлеттерме, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.