Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хăнара – «Янтал»

Хăнара – «Янтал»

Лаш Таяпари культура çуртĕнче Театр çулталăкне халалланă пысăк уяв иртрĕ. Унта Шупашкар хулинчи Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи «Янтал» ушкăн хутшăнчĕ. Çак коллектив Раççей тата республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ, çулсерен республикăри ял-хуласенче 50-ран кая мар концерт лартать. Ушкăна çак ялтах çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Петухова ертсе пырать.

Концерт пуçланас умĕн ял халăхне район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ З.Князева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, вырăнти Турамăш чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан атте /Козлов/, ял старости В.Яковлев, «Стройхозтовары» ООО директорĕ В.Меметов саламларĕç.

Концертăн малтанхи пайĕнче артистсем вырăс фольклорĕнчи юрăсене шăрантарчĕç. Иккĕмĕшĕнче – чăваш халăх юррисене.

Уява республикăри паллă журналист Петр Сидоров тăван ялта çуралса ÿснĕ Мария Бикулован кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Пурăннă пулсан кăçал вăл 100 çул тултармаллаччĕ. Çавăн пекех Петр Петрович тăван шăллĕн – Василий Эктелĕн çитес çулхи юбилейне халалланă плансем çинче чарăнса тăчĕ, ял библиотекине çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code