Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем хуравсăр юлмĕç

Ыйтусем хуравсăр юлмĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа йĕркеленĕ «тÿри лини» хальхинче çĕнĕ форматпа иртнĕ – микрофон умĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçатсен журналисчĕсем те пулнă. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Михаил Васильевич Наци радиовĕнчи тата «Тăван радиори» «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравланă.

Халăхран ыйтусене маларах пуçтарма пуçлани пирки хаçатăмăрта хыпарланăччĕ. Виçĕ кун хушшинче пурĕ 130 ытла ыйту пухăннă. 1 сехет те 20 минут хушшинче Республика Пуçлăхĕ 23 ыйту çине хурав панă.

Ыйтусене тишкерес пулсан, халăха уйрăмах ялта туса илекен продукцие, пахча çимĕçе сутассипе тата вырнаçтарассипе, ялсенче шыв башнисемпе пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарни паллă. Ыйтусем çине хуравланă май Михаил Игнатьев Чăваш Республикин 2020 çулхи тата планпа пăхнă 2021 тата 2022 çулсенчи бюджечĕ çинче чарăнса тăнă, укçа-тенке хăш сферăсене расхутласси пирки каланă, пуçарулăх бюджечĕпе çыхăннă программăна пурнăçлас ыйтăва хускатнă. 2020 çулта программăна пурнăçлама республика хыснинчен 270 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

«Тÿрĕ линие» Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿре, Вăрмарта, Канашра, Çĕмĕрлере пурăнакансем уйрăмах хастар хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, халăхран килнĕ пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code