Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Умра – халăх уявĕ

Умра – халăх уявĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă лару иртнĕ. Йĕркелÿ комитечĕ мероприятисен планне сÿтсе явнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уяв мероприятийĕсем кăçалхи октябрь уйăхĕнчех пуçланнине пĕлтернĕ. Ноябрьте чăваш культурин кунĕсем Самар облаçĕнче иртнĕ. 2020 çулта уяв мероприятийĕсем Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Мускавра, Санкт-Петербургра, Беларуçра иртмелле. Уяв марафонĕн кульминацийĕ Шупашкарта пулĕ.

– Çемье хаклăхĕсем çинче пусăм тумалла. Республикăра пурăнакансем несĕлсене аса илччĕр. Республика кунĕ халăх тата наци уявĕ пулса тăтăр, – тенĕ регион Пуçлăхĕ.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев уяв планĕпе паллаштарнă. Тĕп шухăш – 100 çул. Юбилейлă çул йăлана кĕнĕ мероприятисемпе танах çĕннисем те вăй илĕç. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш хут «Уçă тÿпе айĕнчи театр – 7 каç» фестиваль йĕркелĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн труппи куракансене «Нарспи», «Шывармань» оперăсемпе паллаштарĕ. Фестивале Раççейĕн тĕрлĕ регионĕн, чикĕ леш енчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнĕç. Пĕрремĕш хут наци тумĕн фестивалĕ иртĕ. Çĕршывăмăрăн чи вăйлă купăсçисем юрă-кĕвĕ тупăшăвне хутшăнĕç.

Культурăпа туризм тытăмĕн аталанăвĕпе «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравра тата Шупашкарти культура форумĕнче паллашма май пулĕ. Форумăн ĕç программинче – пленарлă лару, «çавра сĕтелсем», конференцисемпе семинарсем, инвестици проекчĕн презентацийĕ… Çавăн пекех ал ăстисен Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕ пулĕ.

ЧР Пуçлăхĕ кашни мероприятие тĕплĕн шухăшласа ирттерме сĕннĕ. Ларура Чăваш Ене халалланă кĕнеке-альбом пичетлес ĕçе те сÿтсе явнă.

– Пичете париччен архивистсем тĕплĕ тĕрĕслеччĕр. Пĕр хушамат та сиктерсе ан хăварччăр, – тенĕ Михаил Васильевич.

Хальхи вăхăтра уяв паллисене шухăшласа кăларас ĕç пырать. Логотип конкурссемпе фестивальсен пичет продукцине илемлетĕ. Мероприятисем иртекен лапамсене уяв сĕмĕ кĕртме пулăшĕ. Муниципалитетсен этнокартишĕсене символикăпа капăрлатĕç.

Республика кунне Хĕрлĕ Чутай районĕнче анлă паллă тăвĕç. Асăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров уява ирттермешкĕн тивĕçнĕ грант укçипе салана хăтлăлатма усă курассине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code