Ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче районта «Условник» операци иртнĕ.
Операци вăхăтĕнче ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем условнăй майпа айăпланнă çул çитмен çамрăксен (Курнавăш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче 2 ача учетра тăрать) килĕсенче пулнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.
Л.ЕГОРОВА.