Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Елчĕк районĕн администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.
Çак кун районти хăй тытăмлăх органĕсене – 33, район администрацине – 6 çын тĕрлĕ ыйтупа пынă. Пĕр тĕслĕхре йышăнăва видеоçыхăну урлă йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăварман. Ыйтусен пысăк пайĕ ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатассипе, социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе, аграрисене çăмăллăх парассипе, ялсене тирпейлĕхре тытассипе çыхăннă.