Амăшĕн капиталĕн сертификатне илессишĕн электронлă заявлени çырассине тата ансатлатнă.
Сертификата илес тесе гражданинăн харпăр хăйĕн уйрăм кабинетĕнче заявлени çырассине унчченех йĕркеленĕ-ха. Ырă улшăнусем çамрăк амăшĕсене Пенси фондне килсе тивĕçлĕ документсем тăратассинчен хăтарнă. Халĕ вара документсем тăратас пирки районти клиент службине пымалла та мар. Сирĕн ачăрсем Раççей Федерацийĕн территорийĕнче регистрациленнĕ пулсан, электронлă заявлени те çителĕклĕ. Ачасем çуралнине ĕнентерекен документсене Пенси фончĕ хăй ведомствăсем хушшинчи тытăм урлă патшалăхăн пĕрлехи органĕсемпе çыхăнса илет.
Çавăн пекех амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хут бланкне алла илмесен те юрать. Сирĕн сертификат илме тăратнă заявление тивĕçтернĕ пулсан электронлă документ амăшĕн харпăр хăйĕн кабинетне куçать.
Унччен енчен те амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе усă курас тесен сертификата кăтартмалла пулнă, халĕ – çук.
Ачаллă амăшĕсене пулăшу кÿрекен патшалăх программи ĕçе кĕнĕренпе районти 1329 çемьене амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсемпе тивĕçтернĕ.
З.ЯКОВЛЕВА.