Елчĕк район прокуратури налук службине килнĕ информацине тĕпе хурса районти уйрăм предпринимательсен ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче 4 уйрăм предприниматель ĕçлекенсене ĕç укçине «сăрă схемăпа» тÿленине тупса палăртнă.
Çавăн пекех 2 предприниматель тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27 статйин 4 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă ĕç пуçарнă.
С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ.