Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета çирĕплетнĕ

Бюджета çирĕплетнĕ

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.

Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă. Депутатсем чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2025 çулсенчи бюджетне пурнăçлани çинчен» калакан йышăнăвне çирĕплетнĕ. Округăн 2025 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 741,8 млн тенкĕпе, расхут пайĕ — 790,8 млн, дефицит 49 млн тенкĕпе танлашнă.

Малалла халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет пурлăхне 2026 çулта приватизацилемелли плана, Депутатсен пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ.

Ларура награда материалĕсене те тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code