Помидор калчи ỹссе çитнĕ, анчах çанталăк ăшăтмасть пулсан мĕн тумалла? Ăна теплицăна куçарса лартмашкăн çĕр 15 сантиметр тарăнăш 14 градус ăшăнмалла. Каçхине те ăшă 8 градусран сахал пулмалла мар.
Агрономсем калчана уçă вырăна июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна куçарса лартма сĕнеççĕ. Çав вăхăт тĕлне çĕрле таврăнакан сивĕ иртсе каять. Пахчана йăран çине куçариччен 10-14 кун маларах калчана кашни кун урама илсе тухса çирĕплетме пуçламалла: кунсерен вăхăтне ỹстерсе пымалла. Шыв сапнă чухне çакна шута илмелле: тăпри типĕ те, ытла йĕпе те пулмалла мар. Çутăпа çителĕклĕ тивĕçтермесен калча ши! каять, вăл хăвăрт хуçăлать. Куçарса лартас умĕн икĕ эрне маларах апатлантарни усăллă. Азот кăшт кăна кирлĕ, фосфор вара тымарне аталанма, хыççăн чечеке ларма пулăшать, калипе микроэлементсем те ỹсен-тăрана çирĕплетеççĕ.

