Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Тĕмерти 8 çул вĕренмелли шкулта аслă пионервожатăйра ĕçленĕ Ирина Уткина çăмăл атлетика енĕпе, йĕлтĕрпе чупассипе 7 ялтан тăнă «Знамя» колхоз командипе пĕрле районти чылай ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă, район чысне республикăра ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çемьеленсен, Петр Алексеев механизаторпа пĕрлешсен, умлă-хыçлă виçĕ ывăл çуратсан спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмашкăн пăрахма тивнĕ. Халĕ вара Валерий, Дмитрий, Николай ывăлĕсем амăшĕ пекех спортпа туслă. Çамрăксем хоккей, футбол, волейбол вăййисене юратаççĕ, çуран та, йĕлтĕрпе те чупаççĕ. Вĕсемсĕр ялта, ял тăрăхĕнче пĕр ăмăрту та иртмест. Районти ăмăртусенче те чи вăйлисен йышĕнче. Çапах та Алексеевсен çемйинче кĕçĕнни чи пултарулли. 1998 çулта çуралнă Николай. 2013 çулта 16 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче республикăри ăмăртура мечĕке 70,75 метра ывăтнă, 1-мĕш вырăн йышăннă. Кĕçех вăл Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкула çÿреме пуçланă, ăста учитель, тренер Олег Осипов ертсе пынипе сăнă ывăтма хăнăхнă, Чăваш Енри шкул ачисен спорт олимпиадинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ çамрăк 2015 çулта сăнă ывăтассипе хăйĕн тантăшĕсем хушшинче республика çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çав çулах Атăлçи федераци округĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. 2016 çулта та ăна çитекенни пулман. Çак вăхăтра республикăри çамрăксем хушшинче 4 хутчен чемпион пулса тăнă. Йĕтре тĕртессипе те 1-2-мĕш вырăнсене алăран ямасть.
2018 çул уйрăмах ăнăçлă иртнĕ уншăн. 20 çулхи çамрăк Атăлçи федераци округĕнчи 23 çула çитичченхи çамрăксен ушкăнĕнче тупăшса сăнна 58,6 метра ывăтнă, 1-мĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Хăй республикăри ăмăртусенче тунă кăтартăвĕ тата пысăкрах – 62 метр.
2018 çулта Николай Алексеева «Районти чи лайăх спортсмен» ят панă.
Çамрăк кăçал Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренсе пĕтерсе алла диплом илчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть Николай Алексеевăн çара кайма ячĕ тухрĕ. Амăшĕ, пиччĕшĕсем, тăванĕсем, ял-йыш ăна службăна ăнăçлă ирттерсе каялла ырă-сывă таврăнма сунса ăсатрĕç.
Н. АЛЕКСЕЕВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Алексеев хăйĕн вĕрентекенĕпе – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн депутачĕпе А.Муллинпа.