Хĕллехи каникул тата пысăк уявсем çитиччен нумаях та вăхăт юлмарĕ. Çак тапхăрта ачасем пушă вăхăтне ытларах урамра ирттерĕç, тăвайккисем çинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнĕç. Çавна май каникул кунĕсем водительсенчен уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтаççĕ.
Çакна шута илсе районта 2019 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен «Асăрханăр, каникул!» профилактика операцийĕ иртет.
Кăçал районта 11 ДТП пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 17-шĕ аманнă. 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе 3 авари пулнă, вĕсенче 2 çул çитмен ача пурнăçран уйрăлнă, 8-шĕ тĕрлĕ суран илнĕ. Çак хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ – водительсем тимсĕр пулнинче, çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче, ача çул çÿремелли йĕркесене пĕлменнинче. Çавăнпа та патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, çул-йĕр правилисемпе ачасене те пĕчĕкренех тĕплĕн паллаштарма ыйтать. Автомашинăсенче вĕсене ятарлă креслăсемпе анчах илсе çÿремелле. Урама тухсан ачасене асăрхасах тăрăр. Вĕсен тумĕ çинче çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çĕлесе тата çирĕплетсе хума ан ÿркенĕр, çакă пурнăçа упрать.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.