Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!
Эсир саккунлăхпа право йĕркине çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хыватăр, патшалăх интересĕсене тата граждансен прависене шанчăклăн хÿтĕлетĕр, Чăваш Енре пурăнакансен умĕнче чăннипех те ырă ятлă шутланатăр.
2019 çулта прокуратура пирĕн республикăра транспорт тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерес, ачасемпе сусăр çынсене тата ветерансене социаллă хÿтлĕх парассине лайăхлатас енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, коррупципе тата «сăрă» ĕç укçи тÿлессипе хастарлăн кĕрешнĕ.
Прокурор службин ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе яваплăхĕ, çынсемпе тимлĕ пулни, хăйсен ĕçне юратни, таса чунлăхĕпе хăюлăхĕ, тивĕçе парăнни тата принциплăхĕ халăхра пысăк хака тивĕçнĕ.
Хăйсен пурнăçне Тăван çĕршывшăн ĕçлессине халалланă, пуян та нимрен паха опытне çамрăк ăрăва паракан прокуратура органĕсен ветеранĕсене уйрăммăн палăртса тав тăватăп.
Прокуратура ĕçченĕсене пурне те çирĕп сывлăх, яваплă та çăмăл мар ĕçĕрте çитĕнÿсем, чăтăмлăхпа хастар кăмăл, ырлăх тата телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
Уважаемые работники и ветераны прокуратуры Чувашской Республики!
Примите искренние поздравления с профессиональным праздником!
Вы вносите значительный вклад в укрепление законности и правопорядка, эффективно отстаиваете интересы государства и права граждан, пользуетесь заслуженным уважением жителей Чувашии.
В 2019 году прокуратурой в нашей республике проделана большая работа по устранению нарушений в сфере транспорта и ЖКХ, повышению социальной защищенности детей, инвалидов и ветеранов, велась активная борьба с коррупцией и серыми зарплатами.
Профессионализм, ответственность, внимательное отношение к людям, преданность делу, мужество, верность долгу, порядочность и принципиальность прокурорских работников заслужили высокую оценку в обществе.
Выражаю особую признательность ветеранам прокуратуры, которые посвятили свою жизнь службе Отчизне, передали накопленный богатый опыт молодому поколению.
Желаю всем работникам прокуратуры крепкого здоровья, успехов в нелегком и ответственном труде, стойкости и оптимизма, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев