Хисеплĕ журналистсем, Чăваш Енĕн пичетпе массăллă
информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсен ячĕпе саламлатăп!
Чи çутă та пĕлтерĕшлĕ пулăмсене туллин сăнласа парса эсир Чăваш Республикин хальхи вăхăтри летопиçне çырса пыратăр. Сирĕн ăсталăхăра пула республикăра пурăнакансем ку чухнехи çивĕч те тулли тата тĕрĕс информацие вăхăтра илсе тăраççĕ, çакă вĕсене пурнăçри лару-тăрăва тивĕçлипе хаклама май парать. Эсир çынсен ыйтăвĕсене кирлĕ çĕре çитеретĕр, хăвăр хатĕрлекен статьясемпе сюжетсенче пурне те хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускататăр тата вĕсене татса парассине тивĕçтеретĕр.
Сирĕн тупăшу хутлăхĕнчи пархатарлă ĕçĕре пурнăçлама пысăк яваплăх, васкавлăх тата çÿллĕ шайри ăсталăх кирлĕ. Чăваш журналистики пахалăха яланах тĕп вырăна хурать, профессири чи лайăх йăла-йĕркене асра тытса пурнăçпа тан утать.
2020 çулта Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине чаплăн паллă тума хатĕрленетпĕр. Çавна май эсир Чăваш Ен халăхĕн ят-сумне çÿлерех çĕклес, унăн историйĕпе культурин еткерлĕхне анлăрах сарас, çамрăк ăрăва хамăрăн çирĕп йăла-йĕркемĕрпе кăмăл-сипет никĕ¬сĕсем çинче пăхса çитĕнтерес ĕçе пысăк тÿпе хывасса шанса тăратăп.
Республикăра пурăнакан çынсемшĕн влаç органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинчи уçă калаçу малалла та çаплах усăллă пулĕ тесе шутлатăп.
Сире пĕтĕм чунтан хăвăрăн пултарулăхăр вăй-халне туллин уçса пама, ĕçре ÿссе пыма, халăха кăсăк тата вăл ыйтакан хайлавсемпе тивĕçтерсе тăма, мĕнпур пуçарура ăнăçулăх сунатăп! Пурсăра та çирĕп сывлăх тата пур тĕрлĕ ырлăх, тиражсем йышланса, рейтинг кăтартăвĕсем лайăхланса пыччăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Уважаемые журналисты, работники и ветераны печати
и средств массовой информации Чувашии!
Поздравляю вас с Днем российской и Днем чувашской печати!
Вы ведете современную летопись Чувашской Республики, запечатлевая самые яркие и значимые события. Благодаря вашему таланту жители республики своевременно получают актуальную, объективную и достоверную информацию, которая позволяет ориентироваться в окружающем мире. Вы помогаете гражданам быть услышанными, поднимаете в своих материалах животрепещущие проблемы и добиваетесь их решения.
Ваша работа в конкурентной среде требует высокой ответственности, максимальной оперативности и высочайшего мастерства. Чувашская журналистика высоко держит планку качества, идет в ногу со временем, сохраняя приверженность лучшим профессиональным традициям.
2020-й год ознаменован 100-летием со дня образования Чувашской автономии. Уверен, вы внесете значимый вклад в продвижение позитивного образа народа Чувашии, популяризацию его исторического и культурного наследия, воспитание молодого поколения на основе наших сильных традиций и нравственных устоев.
Рассчитываю, что в интересах жителей нашей республики диалог органов власти и средств массовой информации будет оставаться таким же конструктивным.
От всей души желаю вам творческой самореализации, профессионального роста, интересных и востребованных жителями материалов, удачи во всех начинаниях! Здоровья, благополучия, больших тиражей и высоких рейтингов!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев