Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление с Днем печати!

Поздравление с Днем печати!

Хисеплĕ журналистсем,  пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Паянхи пурнăçра хаçат-журналсăр, радио-телевиденисĕр, интернет сайтсемсĕр пурăнма май çук. Информацие хăвăрт та тĕрĕс парасси вара шăпах сиртен килет. Массăллă информаци хатĕрĕсем влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелеççĕ, халăх шухăш-кăмăлне палăртаççĕ.

Вуншар çул хушши район хаçачĕ район историне туллин çутатса пырать, районта пурăнакансене пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă хыпарсемпе куллен паллаштарса пырать. Çак ĕç журналистсен тăрăшулăхĕнчен, тавракурăмĕнчен, ăсталăхĕнчен нумай килет.

Шанса тăратпăр, пичет ĕçченĕсем малашне те хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырĕç, район хаçачĕ те кашни килте кĕтнĕ хăна пулĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем, телей сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА                      Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН                            Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code