Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăмăллăхсем, патшалăх пулăшăвĕ

Çăмăллăхсем, патшалăх пулăшăвĕ

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырланă, çавăн пекех Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх, хальччен республикăра граждансен 27 категорийĕ тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курнă. Çĕнĕ саккун вĕсен шутне пысăклатать – тата виçĕ категори хутшăнать. Проектра çав категорисем хăш тĕслĕхсенче адвокатсен тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курма пултарассине те уçăмлатнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи граждансем ĕçлев, вăхăт çитмесĕрех пенсие каяс тĕлĕшпе юридици пулăшăвĕ илме пултарĕç. Хваттер тума-туянма пая кĕнĕ граждансене çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусемпе адвокатсем тÿлевсĕрех йышăнĕç. Кредит организацийĕсен вкладчикĕсен банксем панкрута тухнă е вĕсене пĕтерме йышăннă тĕслĕхсенче хăйсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе çăмăллăх пулĕ. Çак категорири çынсене пулăшнăшăн адвокатсене бюджетран тÿлеме палăртаççĕ.

Михаил Игнатьев хваттерлĕ пулма ĕмĕтленсе улталаннă çынсене çакăн пек çăмăллăх панине ырланă, çав вăхăтрах влаç тытăмĕсем çынсем улталанасран сыхланмалли мерăсем йышăнмалли, строительсем халь эскроу-шутсемпе ĕçлеме тытăннă май граждансем шăнман пăр çине ларса юлнă тĕслĕхсем пачах пулмалла марри пирки те асăрхаттарнă.

Правительствăра муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрессине планламалли документа çирĕплетнĕ. Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов унта асăннă маршрутсен шутне самай чакарнине палăртнă. Ку чи малтанах пĕр килекен маршрутсене пырса тивет. Пассажирсене илсе çÿрес ĕçе вара 14 организаци тата 64 предприниматель пурнăçлĕç.

Граждансене туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна улшăнусем кĕртнĕ. Чи пĕлтерĕшли – çак программа валли уйăракан укçа хушăнни. Строительство министрĕ Алексей Грищенко 2018-2019 çулсенче патшалăх пулăшнипе 8,8 пин ытла çемье хваттер илнине çирĕплетнĕ, çакăн валли бюджетран 3,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Кăçал та кăтартусем иртнĕ çулхинчен кая мар пулмалла: 4,3 пине яхăн çемьене пулăшмашкăн 1,7 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Министр пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли программăна çĕнетесси пирки те каланă. Кăçаллăха малтан палăртнă планра юсама палăртнисен списокĕ тата 70 çуртпа пуянланмалла. Çапла вара 2020 çулта республикăра пĕтĕмпе 281 çуртра 1,1 миллиард тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. 2018-2020 çулсенче капиталлă юсав валли хывнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 3 миллиард тенкĕпе танлашмалла.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Виноградова Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене кĕртме сĕнекен улшăнусемпе паллаштарнă. Вĕсем те медицина учрежденийĕсем валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи пысăкланнипе çыхăннă. Хушма укçана çынсене чĕре, юн çÿревĕн чирĕсенчен сиплеме кирлĕ оборудовани туянма усă курмалла. Çакă асăннă чирсене пула вилекенсен шучĕн республикăри кашни 100 пин çын пуçне тивекен кăтартăва чакарма май памалла. Çавăн пекех онкологи диспансерне çĕнетме те пысăк укçа уйăраççĕ – 836 миллион тенкĕ ытла. Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли, çынсене сиплемелли медицина оборудованийĕсене 59 единица туянма палăртнă. Çакă онкологи чирне пула вилекенсен кашни 100 пин çын пуçне тивекен шутне 146 тĕслĕх таран пĕчĕклетме май памалла.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев ĕç ветеранĕсене нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕн тăкакĕсене саплаштарасси çинчен каланă. Саплаштару укçи çын пуçне уйăхсерен вăтамран 120 тенкĕ пулмалла. Кăçал çак çăмăллăха 4,6 пин çын илмелле – пĕтĕмпе 3,6 миллион тенкĕ кирлĕ. Проекта Патшалăх Канашĕ тишкерсен ЧР Пуçлăхĕ алă пуснă кунран саккун вăя кĕмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code