Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялта çуралнă, ялтах кирлĕ пулнă

Ялта çуралнă, ялтах кирлĕ пулнă

Вăрçă хыççăн çуралнă ачасем ÿссе çитсен кам пулас тенĕ-ши? Халăхра анлă сарăлнă çар çынни, учитель, строитель профессийĕсене алла илес текенсем те пулнă пулĕ-ха, анчах Тĕмер ялĕнче çуралнă Гена Павлова мĕн ачаранах техника, уйрăмах трактор-машина илĕртнĕ. Вăл çулсенче урамра сайра-хутра автомашина иртсе кайсан ун хыççăн чупнă. Ялти машинăпа трактор паркĕнче техникăна юсанине, уйра трактор суха тунине чылайччен пăхса тăма юратнă. 7-8-мĕш классенче Илья Львов трактористпа плугарь пулса суха тума кайнă, ун чухнех тимĕр урхамахпа çÿреме вĕреннĕ. Ялти 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен юлташĕсемпе пĕрле Калмăк АССРĕнчи анлă пĕлÿллĕ тракторист-машинист пĕлĕвĕ паракан техника училищине çитнĕ. Шоферпа тракториста вăл çулсенче Канашра та вĕрентсе хатĕрленĕ-ха, анчах Гена пек шухăшлă çамрăксем Тĕмерте кăна мар, Елчĕк районĕнче те çав тери нумай пулнă тет 1960-мĕш çулсен варринче. Пурин валли те вырăн çитмен. Пĕррехинче, 1966 çулта, яла аякри Калмăк АССРĕнчен тракторист-машиниста вĕренме çамрăксем пуçтарса çÿрекен çын килсен, пĕр сăмахсăрах инçе çула пуçтарăннă. Телее, тракториста, шофера вĕренсе хăйсем тĕллĕн техникăпа ĕçлессипе çунатланнă çамрăксем ялтан та, районтан та чылаййăн пуçтарăннă. Çапла майпа халĕччен ялтан тухса курман çамрăксемпе пĕрле аякри Калмăк çĕрĕ çинче 2 çул техникăна тăрăшса вĕреннĕ. Анлă профильлĕ тракторист-машинист документне алла илсен вĕсене республикăри колхозсемпе совхозсене янă. Вĕçĕ-хĕррисĕр хир сарăлса выртакан республикăра çĕре ĕçлесе хатĕрлеме, тыр-пул çитĕнтерме трактористсем, шоферсем çитмен. Ыттисемпе пĕрле Гена та унта çулталăк ытла тракторпа ĕçленĕ, ака-суха тунă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, хуçалăхри ытти ĕçсене пĕр турткаланмасăр пурнăçланă. Ĕçшĕн унта лайăх тÿленĕ. Укçи-тенки хăйне çи-пуç туянмалăх та çитнĕ, амăшне пулăшма та юлнă.

1968 çулта 18 çул тултарнă çамрăка Совет Çарĕн ретне илнĕ. Салтак служби ГДР çĕрĕ çинче иртнĕ. Унта вăл çар автомашинин водителĕ пулнă. Нимĕç çыннисен тирпейлĕхне, ĕçе тĕплĕ те шанчăклă пурнăçланине, вĕсен пурнăç шайне курса тĕлĕннĕ. 2 çул службăра пулнă хыççăн яш тăван ялах таврăннă. Ун чухне яш-кĕрĕм хальхи пек шкул пĕтерсенех хулана тухса кайман. Тăван ялта тĕпленсе ашшĕ-амăшĕн кил вучахне сÿнтерме парас мар шухăшпа пурăннă. Çав çулсенче яла тĕрлĕ техника килме тытăннă: кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсем, тыр-пул пухса кĕртекен, курăк çулакан комбайнсем, груз, бензин, сĕт турттаракан тата çăмăл автомашинăсем. Салтакра эсĕ темле хăватлă автомашина çÿретнĕ пулсан та, ялта пирваях çамрăк пултарулăхне, пĕлĕвне ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Енчен те кивĕ машинăна юсаса ĕçе тухма хатĕрлесе хăвна ĕçре кăтартсан – çĕнни шанса панă. Геннадий Николаевич та çавнашкал лару-тăрура пулнă. Вăл кивелнĕ бензовоза тĕплĕн юсаса унпа çулталăк ĕçлесе кăтартнă. 1972 çулта «Знамя» колхоза сĕт-çу заводне сĕт турттаракан çĕнĕ машина килсен, колхоз председателĕ Михаил Уткин унăн уççине Генăна тыттарнă: «Тăрăшса ĕçле, ан ÿркен, автомашинăна упра», – тенĕ. Çамрăк вара ĕçленĕ те, упранă та. Унпа пĕр улшăнмасăр 32 çул тăрăшнă.

Сĕт турттаракан автомашина водителĕн ĕçĕ çăмăл тесе калама çук. Уйрăмах çулла: дояркăсемпе пĕрле ир-ирех лагере çитсе тин сунă сĕте сивĕтме ĕлкĕрмелле, каçхине ăна Елчĕкри сĕт-çу заводне çитермелле. Йÿçĕхе пуçланă сĕте унта йышăнман, ăна каялла хуçалăха янă. Çавăнпа водитель тĕрлĕ çулсенче фермăра сĕт сивĕтекенре тăрăшнă Леонтий Беляевпа, Геннадий Уткинпа, тĕрлĕ çулсенче ĕне фермине ертсе пынă Василий Сидоров, Владимир Федоров, Валентина Александрова, Антонина Егорова, Василий Смирнов, Алексей Кузнецов, Евгения Козлова, Тамара Никитина заведующисемпе килĕштерсе ĕçленĕ. Ĕçчен çыншăн ĕç яланах тупăнать. Колхоз ĕçĕпе çеç лăпланса ларман Геннадий Николаевич, çĕрле шкулта хурал тăнă.

2004 çулта автомашина кивелнине кура колхозран сĕте ăна туянакансем хăйсен транспорчĕпе турттарма тытăнсан çеç хăнăхнă ĕçе пăрахма тивнĕ. Пенсие тухас умĕн Геннадий Павлов пушар машинипе хуралта тăчĕ, хăйĕн тĕп ĕçĕнчен пушансан хуçалăхри ытти ĕçсенчен те пăрăнман.

Тĕмер ялĕ аслă çултан 3,5 çухрăмра вырнаçнă. Ĕлĕк Елчĕке хăйсен ĕçĕпе çÿрекенсен, Шупашкара, Канаша, ытти çĕре каякансен аслă çул çине çуран тухма тивнĕ. Кăмăлĕ аванни ун чухнех курăнатчĕ. Çулпа утакан çынна – ватă-и вăл, çамрăк-и – автомашинăна чарса лартса каятчĕ. Елчĕке пурăнма куçсан унăн ырă кăмăлĕпе эпĕ хам та пĕрре мар усă курнă: хуçалăхра кирлĕ япаласем сахал мар кÿрсе панă вăл мана. Вăхăтĕнче тав сăмахĕ каланипех çырлахнă.

Геннадий Николаевич хамăр ялти Тамара Александровна Тихоновăпа пĕрлешсе çемье çавăрни 2022 çулта çур ĕмĕр çитет. Мăшăрĕ те ырă кăмăллă, сăпайлă, хитре хĕрарăм. Çамрăклах ялти Культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унтан художество пултарулăх коллективне ертсе пычĕ, пенсие унтанах тирпейлÿçĕрен тухрĕ. Пушă вăхăтра тĕрлеме, çыхма юратать. Иккĕшĕн те ĕç стажĕ 40 çултан иртнĕ, çавна май «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, унăн çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ. Килĕшÿллĕ те туслă çемьере 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕннĕ. Аслă ывăлĕ Александр салтак службине пĕтерсен унтах юлнă, халĕ Чита хулинче Федераци хăрушсăрлăх службин аслă прапорщикĕ. Николай ывăлĕ строитель профессине алла илнĕ. Елчĕкре пурăнакан Эдик ывăлĕ унти ДПМКра автогрейдерпа ĕçлет. Шупашкарта тĕпленнĕ Наташа тата Галина хĕрĕсем психолог тата менеджер пулса ĕçлеççĕ.

Геннадий тата Тамара Павловсем пĕр кунта çуралнă, анчах арçын пĕр çул маларах çут тĕнчене килнĕ. Çулĕсем иртеççĕ, текех çамрăк мар пулин те, вĕсем алă усса ларакан çынсем мар. Ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çĕр участокĕнче улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма çителĕклĕ утă-улăм хатĕрлеççĕ. Çак ĕçре вĕсене ывăл-хĕрĕсем çемйисемпех пулăшаççĕ. Çитĕнсе çитнĕпе пĕрех мăнукĕсем те аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне курма, пулăшма яланах хавас.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code