Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Главный редактор райгазеты Николай Малышкин комментирует Послание Главы ЧР М.Игнатьева Государственному Совету ЧР

Главный редактор райгазеты Николай Малышкин комментирует Послание Главы ЧР М.Игнатьева Государственному Совету ЧР

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

— Çыру республика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывать. «Власть органĕсен умĕнче тăракан яваплă ĕçсене вăхăтра татса парасси халăхпа çыхăну тытнинчен сахал мар килет. Çынсене ахаль кăна итлесе тăмалла мар, илтме те пĕлмелле. Вĕсен хуйхи-суйхине вăхăтра пĕлмелле, май килнĕ таран татса памалла. Енчен те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă çыхăну тытсан, халăхăн пурнăç условийĕн шайне тата та ырăрах енне куçарса пыма меллĕ пулĕ»,- терĕ регион Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех вăл Чăваш Енре гражданла обществăпа патшалăх тата муниципаллă влаçсем хушшинче уçăмлăх, таса чунлăх, уçăлăх тĕп принципсем пирки те палăртса каларĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code