Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хĕç-пăшал пухаççĕ

Хĕç-пăшал пухаççĕ

Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлес ĕçри чи витĕмлĕ мелсенчен пĕри – уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче тÿлевлĕ йышăнассине ĕçе кĕртни.

Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Вĕсем /883539/ 5-13-02 номерпе е /88352/ 24-16-55 номерлĕ «Шанăç телефонĕпе» усă курса шăнкăравлама пултараççĕ.

Енчен те граждансен çуртра вăрттăн упранакан хĕç-пăшал е çар хатĕрĕсем пулсан çийĕнчех Елчĕкри полици пайне килсе пама ыйтатпăр, çакăншăн укçа-тенкĕпе хавхалантарассине те ĕçе кĕртнĕ. Ку тĕллеве пурнăçа кĕртме Елчĕк тата Комсомольски районĕсен администрацийĕсем 2020 çулта ЧР ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмне 20000 тенкĕ уйăрнă.

Л.НИКИФОРОВА,
шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code