2018 çулта Республика кунне Красноармейски районĕнче уявланине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ.
Кăçал Трак тăрăхĕ 82 çул тултарнине паллă тунă. Çак тапхăрта район пысăк утăмсем тунă.
Историрен: Красноармейски районне 1935 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1940 çулхи августăн 16-мĕшĕччен вăл Трак районĕ ятпа çỹренĕ. Республика уявне ирттерме тивĕç района республика хыснинчен 10 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Унпа ялсене хăтлăх кĕртме усă курма палăртнă.