Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-7 классенче вĕренекенсем Ольга Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт» хайлавне тишкерчĕç.
Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче шкул ачисене Тăван çĕршыва сыхласси кашнин тивĕçĕ пулнине ăнлантарас, вăрçăра пуçне хунă паттăрсене асра тытас, хисеплеме вĕрентес тĕллеве уйрăмах мала хуратпăр.
Хайлав жанрне, темине палăртнă хыççăн вĕренекенсен кăмăл-туйăмне хускатас, вĕсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе хĕвеллĕ кластер йĕркелерĕç. Тольăпа Сергей сăнарĕсене тишкерсе танлаштаруллă характеристика турĕç, харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа эссе çырчĕç.
Килти вулав урокĕ вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ.
В.ВОРОНОВА.