Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Укçа кăна мар, справка та кирлĕ

Укçа кăна мар, справка та кирлĕ

Ялсем тăрăх выльăх туянакансем çÿренине курма хăнăхнă ĕнтĕ. Чăннипе, вĕсене пăру-вăкăр чирлĕ е сывă пулни те кăсăклантармасть тейĕн – нихăçан та нимĕнле справка ыйтмаççĕ. Туянаканăн вара пĕр тĕллев – йÿнеçтересси.

Тĕрĕссипе илсен, сутакан та, туянакан та ветеринари йĕркисене пăсать. Хуçа – ветеринари тухтăрĕнчен тивĕçлĕ справка ыйтманшăн, туянакан – справка пуррипе кăсăкланманшăн. Вĕсене иккĕшне те административлă майпа явап тыттарма пулни çинчен, шел пулин те, нумайăшĕ шухăшламасть. Сăмах май, ветеринари йĕркисемпе килĕшÿллĕн пĕр районти ялтан туянсан та маларах каланă документ кирлĕ. Районтан района куçарас пулсан, пушшех, ăна сăмахсăрах илмелле.

Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшĕпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне çакнашкал хутпа тивĕçтермелле.

Ветеринарин çак йĕркисене тĕрлĕ чире сарăлма парас мар тесе çирĕплетнĕ. Иккĕленÿллĕ тавартан пăрăнса утнине нимĕн те çитмест.

А.БЫКОВА,
районти ветстанцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code