Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Конституцие – тÿрлетÿсем

Конституцие – тÿрлетÿсем

Николай БОГДАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ:

– Халь вăйра тăракан Конситуцие 1993 çулта йышăннă. Унтанпа пурнăçри пĕтĕмĕшле лару-тăру, общество нумай енĕпе улшăннă. Наукăпа техникăн хăватлă аталанăвĕпе ытти çĕнĕлĕхсем те тĕп Саккуна улшăнусем кĕртме хистеççĕ.

Тÿрлетÿре социаллă ыйтусене чи малти вырăна хунине пурте ырласа йышăнма тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Çĕнелнĕ Конституцире Раççей социаллă хÿтлĕхлĕ патшалăх пулнине çирĕплетсе пани яр уççăн çирĕпленĕ. Çĕнĕ нормăсем патшалăхăн граждансен умĕнчи социаллă обязательствисене гаранти пама тивĕç. Ку чухне чи малти сăмах – ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки. Вăл «вăй питти çынсене пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултараймасть». Çак йĕрке Раççейри чухăнлăха пĕтерме пулăшмалла.

Социаллă пособисене индексацилесси, çемьене, ачасене, ача амăшне хÿтĕлессине мала кăларни те «пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатассине тĕп вырăна хунине» палăртать.

И.ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Конституци – пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Раççей шав малалла аталанса пурнăç улшăнса пынă май тĕп саккуна тÿрлетÿсем кĕртме пăхнă та.Калăпăр, çемье хаклăхне ÿстерме тата ачасен пурнăçне лайăхлатма пăхни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çемье тата ачасем – Раççейĕн пуласлăхĕн гарантийĕ. Çавăнпа та паян демографи çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасем Раççей Федерацийĕн патшалăх политикин чи тĕп приоритечĕ шутланаççĕ. Патшалăх пуласлăх çинчен шутласан ачасене пулăшатех. Вĕсене хÿтĕленипе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтермелле. Ача-пăча ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕркене, çемье хаклăхне пĕлни питĕ кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code