Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире чĕререн Мăнкун уявĕ ячĕпе саламлатпăр!
Христос чĕрĕлнĕ кун – православи тĕнне ĕненекенсен чи савăнăçлă та çутă уявĕ. Çак кун ырă усала, пурнăç вилĕме çĕнтерни çинчен калать. Туррăн ырă халалĕсем пире ырă ĕçсем тума хистеççĕ. Çемьесене çирĕплетес, таса йăла-йĕркепе пурăнас тĕллевпе кашниех хытă тăрăшмалла, йывăр лару-тăрури çынсене пулăшмалла.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кун-çул сунатпăр. Çутă уяв ячĕпе пурне те!
Елчĕк район пуçлăхĕ И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН