Халăха социаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсемпе «кĕмĕл» волонтерсем хальхи вăхăтра уйрăмах çынсемшĕн кирлĕ ĕçе хутшăнаççĕ.
Вĕсем те, ыттисемпе тан, коронавирус инфекцине малалла сарăлма чарса лартассипе çыхăннă пĕрлехи ĕçре пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Пĕччен пурăнакан ватă, инвалида тухнă, самоизоляци режимне пăхăнакан çынсене хăйсем пултарнă таран пулăшас яваплăха хăйсем çине илнĕ. Çакна асра тытса вĕсем çак шутри çынсене апат-çимĕç продукчĕсемпе эмелсем туянса вĕсене килĕсене леçсе параççĕ.
Пулăшу ĕçĕсем кирлĕ çынсен çакăн пирки «хĕрÿ лини» телефонĕпе /2-57-69/ малтан шăнкăравласа пĕлтермелле.