Кăçалхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркÿре настоятельте тăрăшнă Анатолий атте пурнăçран уйрăлнăранпа 10 çул çитрĕ. Анатолий Сорокин протоиерей пурнăçĕ усал çыннăн аллинчен вăхăтсăр татăлчĕ. Ăна апрелĕн 27-мĕшĕнче ялти чиркÿре кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнчи чиркÿ картишне пытарнă. Пачăшкăна вĕлернĕ вырăнта часовня туса лартнă.
Анатолий Дмитриевич Сорокин Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнă, Мускаври тĕн семинарине тата Мускаври тĕн академине пĕтернĕ. 1991 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ, 1994 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен вара Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ пулса ĕçленĕ. Нумай çул Библине чăвашла куçаракан епархи комиссин членĕ пулнă.
Анатолий аттене халалласа çырнă сăввăма хаçатра пичетлеме ыйтатăп. Турă сăмахне чĕрене хывса пурăннă Анатолий аттен çутă сăнарĕ, унăн сăваплă ĕçĕ, ырă ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе упранĕ.
х х х
Пирĕн ял çумĕпе Пăла шывĕ юхать,
Унăн тепĕр енче Тимеш ялĕ ларать.
Сăртри капăр, хитре, питĕ çÿллĕ çуртсем
Шав мăнаçлăн пăхаç Кушкă ялĕ çине.
Юхан шыв урлă хывнă тимĕр кĕпер
Çывăхлатать икĕ яла пĕрле.
Ял варринче ларакан Турă çурчĕ
Халăха чĕнет яланах хăй патне.
Хуйхă пуссан та, савăнăç пулсан та
Утапăр кашни çак чиркÿ еннелле,
Чун канăçне тупса таврăнатпăр
Çуртасем лартса Турăшсен умне.
Аван ĕçлерĕ кунта Анатолий атте,
Ырă ятне хăварчĕ пирĕн çĕр çине.
Лайăхпа асилет мĕнпур халăх ăна –
Патăрьелĕн хастар та маттур ывăлне.
Чи усал этем пĕтерчĕ ăна
Пăшалпа персе кăкăртан.
Ял халăхĕ Аттесĕр юлчĕ –
Çав тери хурланчĕ вăл пиртен уйрăлсан.
Инкеклĕ вырăна часовня лартрĕç,
Анатолий аттене асăнса.
Уншăн çак çуртра çурта çутатпăр
Кĕлĕ тăватпăр чунтан ыр сунса.
Хитрен янăрать чан сассийĕ ял çийĕн
Ăшă туйăм вăратать çынсен чĕринче.
Утать кăмăлтан ватти те, вĕтти те
Турра мухтамашкăн чиркÿ еннелле.
Александра ЖИЛИНА. Кушкă ялĕ.