Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт площадки пулĕ

Спорт площадки пулĕ

Республикăра кăçал 11 футбол уйĕ тума палăртнă.

Вăл шутран пирĕн районта та.

Вĕсене «Спорт – пурнăç норми» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕклеççĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри районсенче футбол уйĕсене тума бюджетран 356 миллион тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ.

Елчĕк район администрацийĕ хутшăннипе туса хатĕрленĕ спорт площадкин проектне ырласа йышăннă. Вăл экспертиза витĕр тивĕçлипе тухнă. Хальхи вăхăтра Елчĕк шкулĕ умĕнчи тĕрлĕ енлĕ спорт площадкине тума пуçăнас енĕпе аукцион иртет.

Проектпа смета документацийĕ тăрăх площадкăра хоккей коробки, футбол уйĕ тата çуран чупмалли çул пулмалла. Çавăн пекех территорие тирпей-илем кĕртĕç, карта тытса çавăрĕç, çутăпа тивĕçтерĕç.

28 миллион тенкĕлĕх ĕçе çитес вĕренÿ çулĕ тĕлне ĕçе кĕртмелле. Малашне кунта шкул ачисен районти спорт ăмăртăвĕсем иртĕç, аслисем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса хăйсен сывлăхне тĕрлĕ тупăшусенче çирĕплетме пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code