Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асамлă юмах каçĕ

Асамлă юмах каçĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти библиотекăра дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни иртет.

Ачасем шкулта вĕреннĕ вăхăтра вĕрентекен тата юлташĕсем сасăпа вуланине сахал мар илтнĕ. Килте пулмалли тапхăр пынине кура ачасене тус-тантăшĕсен хаваслă та янăравлă сасси çитменни лайăх туйăнать. Хальхи вăхăтра ачасен килти вĕренÿ ĕçне йĕркелеме ытларах ашшĕ-амăшĕ е асламăш-кукамăшĕ пулăшса пырать. Вĕсем ачасемшĕн вĕрентекен евĕрех. Ывăл-хĕрĕсем компьютерпа е кĕсье телефонĕпе куллен ĕçленине кура, сывлăх хавшама пултарнине шута илсе, аслисем ачасене ытти кăсăклă ĕçсене те явăçтарма тăрăшаççĕ. Кĕнеке вулама юратакан çемьесемпе канашланă хыççăн вĕсене «Асамлă юмах каçне» йыхравларăм.

Мĕн ĕлĕкрен кашни чăваш ялĕнче тенĕ пекех юмах ăстисем нумай пулнă. Ăста юмахçăсене пĕр хут итленĕ хыççăн татах та татах итлес килет. Çăмăл мар юмахçă пулма. Кунта пысăк пултарулăх кирлĕ. Хальхинче юмахçă сăнарне вĕренекенсем мар, вĕсен асламăшĕ е амăшĕ калăпларĕ. Туслă çемьепе, шăкăл-шăкăл юхса пыракан сасăпа вуланин усси пурах çав. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем амăшĕ е асламăшĕ вуланине итленĕ хыççăн хăйсем юмахçă евĕр вулама е ăна сăнарлама пăхаççĕ. Ман шутпа çак мел ачасен чĕлхине аталантарма тата унăн илемне туйма та пулăшать. Малашне кĕнекепе туслă çемьесене «Çемье театрĕ» йĕркелеме те сĕнес шухăш пур. Пĕрлĕхре – вăй! Пĕрле тăрăшсан, хамăр чĕлхене юратсан ĕç малалла каятех. Юмах вуласа ырра вĕренетпĕр.

Асамлă юмах каçне Филимоновсен çемйи пуçларĕ. Унтан «Лаша шырани» юмаха Казначеевсен çемйи вуларĕ. Юмах вулама Патшинсен çемйи ?сăн ÿкерчĕкре/ те пысăк тăрăшулăхпа хутшăнчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ – Зинаида Григорьевна ялти чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсенчен пĕри. Вăл алĕç ăсти. Тĕрлеме, çыхма юратнисĕр пуçне шкулти культура мероприятийĕсенче те пуçаруллă. Чăваш йăли-йĕркине упрас, чăвашлăха аталантарас, тăван чĕлхепе илемлĕ калаçас тесе те тимлет ĕç ветеранĕ. Асламăшĕ юмах вуланине Дашăпа Таня мăнукĕсем чунри ăшăлăхпа итленĕ. Зина аппа ĕмĕрне фермăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Çамрăкрах чухне те, халĕ те сăвăсем шăрçалать, вĕсене сцена çинче вуланине пĕрре мар итленĕ. Çавăн пекех çепĕç саслă илемлĕ хĕрарăм юрă ăсти те.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code