Елчĕкри почтамтра тата унăн çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем хаçат-журнала вырăна вăхăтра çитерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Округри почтамт Патăрьелти, Шăмăршăри, Комсомольскинчи тата Елчĕкри çыхăну уйрăмĕсене пĕрлештерсе тăрать. Почтальон сортировщиксен алли витĕр тухакан хаçат-журнала вулакан патне çитерме васкать.
Елчĕк почтамтĕнче те, почта çыхăну уйрăмĕсенче те чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче — сортировка уйрăмĕнче тăрăшакан Александр Усанов, Ираида Егорова, Николай Туманов, Ирина Теплова, Георгий Лапшин (сăн ỹкерчĕкре).
Ирех ĕç вырăнне çитсе хăйсене шаннă тивĕçе юратса тата тĕплĕн пурнăçлаççĕ ĕçченсем.
— Малашне те килĕшỹре, пĕрлĕхре ĕçлер. Вулакансемпе тимлессинчи кулленхи ĕç савăнăçпа хавхалану кăна кỹтĕр, — теççĕ вĕсем.

