Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ниме — халăх бюджечĕ»

«Ниме — халăх бюджечĕ»

программа тивĕçлĕ пурнăçланса пынине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕхре тытать.

— Пирĕн тĕп тĕллев — мĕнпур объекта вăхăтра пурнăçа кĕртме тытăнасси. Ку енĕпе расхутланакан укçа-тенке кăçал малтанах çитернĕ. Чи кирли — ĕçе пахалăхлă пурнăçласси, — палăртнă Олег Алексеевич.

Асăннă программа округра ăнăçлă пурнăçланать — кăçал анчах 99 млн тенкĕлĕх 110 проекта (çакă пĕлтĕрхинчен 26 проект нумайрах!) пурнăçа кĕртмелле. Паянхи куна 30 проекта вĕçленĕ. Ырă улшăнусем — ача-пăча площадкисем хута кайни, масар территорийĕсене тирпейлени, çулсене юсани, çỹп-çап контейнерĕсене тата площадкисене çĕнетни, пĕвесене тасатни тата ытти те — халăха савăнтараççĕ.

— Тăван тăрăха çĕнетес ĕçе хастар хутшăннăшăн округра пурăнакансене пурне те пысăк тав. Пĕрлĕхре, килĕшỹре ĕçлесе эпир хамăрăн Елчĕк тăрăхне çулран-çул хăтлăлатса, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырăпăр, — палăртать округ пуçлăхĕ Леонард Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code