Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркомани пысăк инкек

Наркомани пысăк инкек

Наркоман обществăшăн хăрушă. Унăн серепине лекнĕ çыннăн пурнăç пĕлтерĕшĕ çухалать, ăна нимĕн те, никам та кăсăклантармасть, пĕртен-пĕр тĕллевĕ наркотик тупасси пулса тăрать.

Наркомани сĕрĕмĕпе минренĕ çынсенче çак паллăсем палăраççĕ:

  • ача е çамрăк час-часах килтен тухса кайни (ун сăлтавне ыйтсан вĕсем хирĕçме-тавлашма пăхаççĕ);
  • улталани (çиеле тухма тăрăшни);
  • вăрттăн смс-çырусем тата телефон шăнкăравĕ, халĕччен пулман туссем тупăнни;
  • ăна çемье членĕсем, унти лару-тăру интереслентерме пăрахни;
  • сăлтавсăр вĕчĕрхенни-тарăхни, кăшкăрни, кăмăлĕ улшăнса тăни;
  • маларах хăй кăмăлланă ĕçпе кăсăкланма пăрахни (кĕнеке вуламанни, кино курманни тата ыт. те);
  • уроксене хатĕрленменни;
  • ыйхă режимĕ пăсăлни (е кунĕ-кунĕпе çывăрни, е çĕрле çывăрманни);
  • кил-çуртра япаласем çухалма пуçлани;
  • ỹсĕр çын майлă тайкаланни, куçĕсем тĕлсĕр пăхни, пĕччен пулма тăрăшни.

Ачасем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса хулари пурнăç ытамне лексен улшăнма, хăйсене ирĕклĕхре туйма пултараççĕ. Киревсĕр ушкăнсене лекес хăрушлăх та пысăк вĕсен. Наркотик сĕнме те пултараççĕ ку ушкăнра. Наркотик хатĕрне пĕрре тутаннă çын кĕçех наркомани «чури» пулса тăрать (унтан каялла çул çук!). Çавна май преступлени çулĕ çине тăрас хăрушлăх та пысăк. Çак инкекрен сыхланасси чи малтан çемьерен килет. Паллах, ашшĕ-амăшĕнчен, пĕр тăванĕсенчен, ытти çывăх çыннисенчен юратупа тимлĕх илсе ỹсеймен ача-пăча «ăшша» айккинче шырать. Çапла ан пултăр тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен тимлĕх, юрату уйăрмалла. Ашшĕ-амăшĕн чи малтан хăйсен ачи-пăчишĕн çутă тĕслĕх пулмалла. Ачасене уççăн, пулса-иртнине пĕр-пĕринчен пытармасăр калаçма хăнăхтарни — ырă йăла. Май пур таран вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшмалла, уроксене пĕрле хатĕрленмелле, кил хушшинче ушкăнпа ĕçлемелле, уçăлма пĕрле çỹремелле, спортпа туслă пулмалла.

О.КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code