Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршывшăн пуçне хунă

Çĕршывшăн пуçне хунă

Телейлĕ те мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр.

Никифор Васильевич Плечов /Плечев/ вăрçа каяс умĕн Çĕнĕ Пăва шкулĕнче директорта ĕçленĕ. Вăл 1913 çулта Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах вĕренÿ енне туртăннă, активист пулнă. Вăл пионер тата комсомол организацийĕсен ретне чи малтисемпе пĕрле тăнă, пионер отрячĕн вожатăйĕ, комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне те хастар хутшăннă. Ашшĕ ывăлĕнче хресчен хуçалăхĕнчи пулас пулăшуçине курнă. Анчах та ача пĕлÿ енне туртăннă.

Çемьене пысăк хуйхă килсе çапнă – Никифорăн амăшĕ Васса Алексеевна колхоз ĕçĕнче шăнса чирленĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ тепре авланнă. Амаçури амăшĕ ача пĕлÿ енне туртăннине асăрхаса ăна пулăшса пынă. Вăл хавхалантарнипех шкул хыççăн Никифор хĕрÿ ĕç вăхăтĕнчех ашшĕнчен вăрттăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумне кайса экзаменсем пама ĕлкĕрет, çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлмасть. Кунта вĕренсе истори учителĕ пулса тăрать. Çак училищĕре вăл вăхăтра Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай вĕрентнĕ. Вăл каярах Н.Плечов активлă студент пулнине аса илнĕ.

Елчĕк районне йĕкĕт 1932 çулта ĕçлеме килнĕ. Чи малтанах Курнавăш шкулĕнче /вăл тăван ялĕнчен 5-6 километрта вырнаçнă/ истори предметне вĕрентнĕ. Никифор Васильевич коллективра общественник пулнипе палăрнă. Пултаруллă та анлă тавра курăмлă вĕрентекене тепĕр çултан Елчĕк шкулне куçарнă. Хастар комсомолеца 1939 çулта ВКП/б/ членне илнĕ, 1937-1941 çулсенче вăл шкул ĕçченĕсен районти комсомол пĕрлĕхĕн председателĕ пулса тăрăшнă.

Ĕçри ÿсĕмсемшĕн тата çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн çĕршыв шайĕнчи сумлă наградăна тивĕçет Н.Плечов – ăна СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Хисеп Палли» орден парса чыслаççĕ. 1939 çулта çамрăка Çĕнĕ Пăва шкулĕн директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Коммунистсем хастар юлташне партин пуçламăш организацийĕн секретарьне, ВКП/б/ Елчĕк райкомĕн членне суйлаççĕ. Пĕлĕвне малалла ÿстерсе Никифор Плечов куçăмсăр майпа Мускаври Н.Г.Чернышевский ячĕллĕ институтран вĕренсе тухать /1940 çул/.
Вăрçă пуçлансанах вăл хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять. Мăшăрĕ Акулина Владимировна шкул хваттерĕнче икĕ ывăлĕпе тата кĕçĕн хĕрĕпе тăрса юлать: асли улттăра, кĕçĕнни пĕр уйăх çурăра пулнă.

Никифор тăшмана хирĕç Калинин фрончĕн 145-мĕш стрелоксен дивизийĕн 403-мĕш стрелоксен полкĕн йышĕнче çапăçнă. 30 тултарнă Плечов майор 1943 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Демидов районĕнчи Космовское ялĕ çывăхĕнче тăшмана хирĕç салтаксене атакăна ертсе тухсан вилмеллех аманнă. Вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Юлташĕсем вăл вилсен унăн тăван тăрăхне япалисемпе пĕрле II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне те ярса панă.

Чылай вăхăт иртсен, «Советская Чувашия» хаçатăн 1980 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче пичетленсе тухнă номерĕнче, Украинăри Винница хулинче пурăнакан И.Дудоров полковникăн «Память о друге» статйи пичетленсе тухнă. Унта автор шăпах Н.Плечов пирки тĕплĕн çырса кăтартнă, ăна çапларах пуçланă: «Хамăн юлташ çинчен каласа кăтартатăп. 1942 çулхи март уйăхĕ. Эпĕ – стрелоксен 403-мĕш полкĕн парти бюровĕн секретарĕ. Кунта мана шăпа лайăх çынпа – Никифор Васильевич Плечев политрукпа паллаштарчĕ. Çĕрпÿрт пирĕн пĕрлехи хÿтлĕх пулчĕ. Эпир унпа тăшмана хирĕç 1943 çулхи сентябрь уйăхĕччен çапăçса мĕн пур йывăрлăха пĕрле тÿссе ирттертĕмĕр. Никифор хăй патне туртакан тĕлĕнмелле ырă çынччĕ. Командирсемпе салтаксен хушшинче пысăк хисепреччĕ вăл…».

Пĕлтĕр Н.Плечовăн ывăлĕ Герольд Плечов ашшĕне халалласа «Погиб, защищая Родину» ятпа кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Вăрçă сахал мар çын пурнăçне татнă. Ăна пула мĕн чухлĕ çамрăк хăйсен ырă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеймен. Н.Плечова Смоленск облаçĕнчи Слободской районти Мосинки ялĕнче пытарнă.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code