Раççей кунĕ – чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри.
Вăл хамăрăн патшалăхпа мăнаçланнин уявĕ, наци пĕрлĕхĕн символĕ. Çак кун çĕршыва юратакансене, унăн малашлăхне шанакансене пĕрлештерет.
Раççей кунĕ – çамрăк уявсенчен пĕри. Çак куна эпир 2002 çулччен Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун пек уявланă.
1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съездĕнче Раççей Конституцийĕ тата унăн саккунĕсем тĕп вырăнта пулнине палăртса Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă. Çĕршыв Раççей Федерацийĕ ят илнĕ.
Июнĕн 12-мĕшĕ çĕршыв историйĕнче тепĕр паллă пулăмпа та палăрса юлнă. 1991 çулта çак кун Раççей халăхĕ хăйĕн пĕрремĕш Президентне суйланă.