Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç каçалăкĕпе – алла-аллăн

Пурнăç каçалăкĕпе – алла-аллăн

Вăрăмхăвари Аслă урамра пурăнакан Кирилловсем ялти ятлă-сумлă çемье. Кил хуçи, Михаил Алексеевич, мĕн пенсие тухиччен тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте пиçĕхсе ирттернĕскер, сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр, алă усса лараймасть. Мĕн ачаран хăнăхнă йăлана пăрахма çăмăл мар ăна. Çавăнпа та куллен тул çутăлсанах тăрать те картишĕнче тăрмашать. Куллен пĕр пăта çапмасан хуçалăх юхăнма пултарнине чухлать вăл. Паян та хĕвел тухсанах, унăн пайăркийĕсем вăйлă хĕртме пуçличчен, вырăн çинчен тăчĕ те хапха умĕнчи тарасана çĕнетес тесе тимĕре шăратса çыпăçтарма тытăнчĕ. Халĕ вĕт тăрăшуллă ял çынни хăйĕн кил-çуртне кăна мар, урама тирпейлĕ те таса тытас, хитрелетес тесе ырми-канми тăрăшать. Михаил та тĕплĕ арçын, илеме юратать.

Валентина мăшăрĕ те лара-тăра пĕлмест. Ĕнине суса кĕтĕве хăваланă хыççăн кухньăра тăрмашать. Сĕтне патшалăха сутассишĕн тăрăшмасть, килтех сĕт-çуне, сырне хатĕрлесе ачисемпе мăнукĕсене килти юр-вартан татмасть. Тăван-пĕлĕшĕсем тăпăрчă, сыр кăмăллаççĕ те – вĕсем валли те хатĕрлет.

Кирилловсен сĕтел кĕреки яланах тулли. Кил хуçи хĕрарăмĕ апата тутлă янтăлама ăста. Çавăн пекех сĕтел çинчен пыл та татăлмасть. Вĕсем тĕрлĕ курăксенчен чей ĕçме кăмăллаççĕ. Халĕ шăпах çырла вăхăчĕ те, вĕсенчен варени, компот хатĕрлет кил хуçи хĕрарăмĕ. Ăнса пулнă хăярне те «ĕçе кĕртет». Кунĕпе ура çинче пулнăран каç енне аванах ĕшенет. Мĕн тесен те çамрăк чухнехи хастарлăх иксĕлсе тăмастех çав.

Кирилловсем тивĕçлĕ канура. Иккĕшĕ те чылай çул яваплă çĕрте вăй хунăран, хăй вăхăтĕнче канлĕх мĕнне пĕлмен. Халĕ вара килте хăйсене лăпкă туяççĕ, пурнăç таппипе тан утаççĕ, малалла талпăнаççĕ, Турă панă кашни илемлĕ кунпа савăнаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах Валентина Николаевна тĕрлеме ларать. Хăйĕн ĕçĕсене стенасем çине çакнă. Рама ăшне чиксе хума ĕлкĕрейменнисем те чылай. Ÿкерчĕкĕсем пĕринчен тепри хитре. Уйрăмах çут çанталăк илемне сăнланисем. Тĕррисене почта урлă та çырăнса илет.

Мăшăрĕн интересĕпе упăшки те кăмăллă. Михаил Алексеевич çамрăкран тăван ял, йăх-несĕл историйĕпе кăсăкланать, документсем пуçтарать. Вăхăтĕнче тĕрлĕ шайри архивсемпе çыхăну тытнăран ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне аван пĕлет. Каçсерен вĕсене тишкерет, тетрадь çине çыра-çыра хурать.

«Çÿпçипе хупăлчи», – тет ĕлĕкхи чăваш пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрлекен мăшăра. Кирилловсем те çакă çут тĕнчене пĕр-пĕриншĕнех килнĕ. Вĕсем пурнăç каçалăкĕпе 43 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ.

…1976 çулта Ĕнел хĕрне Вăрăмхăвари шкула ĕçлеме янă. Ăшпиллĕ те кăн-кăвак куçлă чипер учительница шкул ачисене ялти сада ĕçлеме илсе пынă. Валентина хăй çине инçех мар тăракан йĕкĕт вăрттăн сăнаса пăхнине сиснĕ-ха, анчах куçĕсене тартнă. Часах ялти çивĕч каччă яла ĕçлеме килнĕ çĕнĕ педагогпа паллашнă. Ялти бригадир пулнă вăл. Çак тĕл пулу хыççăн çамрăксем çывăх туслашнă, вăхăт иртнĕ май çемье çавăрнă, тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, ачасем çуратнă.

Валентина Николаевна ялти шкулта 27 çул директорта вăй хунă. Педагогикăри пысăк ÿсĕмсемшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ĕнерхи ертÿçĕ шкулăн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă тунине, ĕçтешĕсене, шкултан вĕренсе тухнă чылай çамрăка ырăпа аса илет. Хăй вăхăтĕнче шкула районта чи малтан газ кĕртес, юхăнтарса ярас мар тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши вăл; Халĕ пурте хыçа юлнă, шкулĕ те чылай çул каяллах хупăннă…

Михаил Алексеевич утса тухакан çул та сулмаклă. Чылай çул тăван хуçалăхра бригадирта, агрономра тăрăшнă. Пĕр вăхăт «Родник» хуçалăха та ертсе пынă. Колхоз тĕш тырăпа тымар çимĕç туса илнисĕр пуçне епле пысăк сад ĕрчетсе янăччĕ. Улма-çырла туянма тавра ялсенчен килнĕ.

67 çулхи производство организаторĕн та сумлă наградăсем пур. Вĕсене вăл типтерлĕ упрать. Кирек мĕнле должность шанса парсан та Кирилловсем ответлăха туйнă, халăхпа юнашар, пĕр çăварта пурăннă.

Çулсем шултраланса пыраççĕ пулсан та халĕ те пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те йышлă çемьере çитĕннĕскерсем пурнăç тути-масине ачаранах туйса, ăнланса ÿснĕ. Хăйсем те виçĕ тĕпренчĕке вĕрентсе кăларса анлă çул çине тăратнă.

Кукашшĕпе кукамăшĕ мăнукĕсене яланах тарават. Ăшă сăмахпа кăна мар, тутлă çимĕçсемпе те сăйлама тăрăшаççĕ йăха малалла тăсакансене. «Ватлăхра ачасемпе мăнуксен пархатарĕнчен ырри мĕн пултăр», – тет сумлă мăшăр.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Кирилловсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code