Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей Çар историйĕн паллă кунĕсем

Августăн 9-мĕшĕ. 1714 çулхи çак кун I Петĕр патша ертсе пынипе вырăс флочĕ пĕрремĕш хут шведсене çĕнтернĕ.

Августăн 12-мĕшĕ. 1759 çулта Салтыков ертсе пынипе вырăс çарĕ Прусси çарĕсене Кунерсдорф çывăхĕнче çапса аркатнă. II Фридрих çарĕ тĕпĕпех пĕтнĕ, хăй чутах тыткăна лекмен. Çак çапăçу хыççăн вырăссем Берлина кĕнĕ.

Августăн 15-мĕшĕ. 1799 çулта Суворов çарĕ французсене Нов çывăхĕнче çĕнтернĕ: 7 пин француз вăрçă хирĕнче выртса юлнă, 3 пинĕ тыткăна лекнĕ.

Августăн 20-мĕшĕ. 1914 çулта вырăс çарĕсем Гумбиннен çапăçăвĕнче Германи çарне çĕнтернĕ.

Августăн 23-мĕшĕ. 1943 çулта 50 куна тăсăлнă Курск пĕккинчи çапăçу вĕçленнĕ. Харьков хулине нимĕçсенчен хăтарнă. Тăшманăн 500 пин салтакĕ, 1500 танкĕ, 3700 самолечĕ пĕтнĕ. Курск çывăхĕнчи çĕнтерÿ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче калама çук пысăк вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code